Чӑваш Енӗн прокуратури нумаях пулмасть ача уйлӑхӗсене тӗрӗсленӗ. Надзор органӗ ҫак ӗҫе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗсем уйлӑхсенчи кӑлтӑксем пирки асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн пуҫарнӑ.
Прокурорсем Ҫӗрпӳ районӗнчи «Звездный», Канаш районӗнчи «Космонавт» тата Ҫӗмӗрле хулинчи «Соснячок» уйлӑхсене ҫитнӗ.
«Звездный» уйлӑхри хӑш-пӗр пӳлӗмре ачасем пӗр пӳлӗмре 5-6-ӑн хӗсӗнсе ҫывӑрнине палӑртнӑ. Пӳлӗмсем пысӑк мартан пӗр пӳлӗмре ун чухлӗ ача пурӑнни йӗркеллӗ мар. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑк шутӗнче столовӑйӑн яри уҫӑ тӑракан алӑкне шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен ҫеткӑпа карманнине асӑннӑ. «Космонавт» уйлӑхра кил хушшинчи ал ҫумаллисене ҫутӑпа ӗҫлекен е хут алшӑллипе тивӗҫтерменнине асӑннӑ. Унти поварӑн, кухня ӗҫченӗн, вожатӑйсен тата ишме вӗрентекен инструкторӑн професси пӗлӗвне илнӗ тата аттестациленнӗ вӑхӑчӗ тухнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗ каллекх ӳсӗрле руль умне ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем 58 ҫулти ҫак ҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264 статйин 1-мӗш пайӗпе тӗпчев ирттернӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче депутат хӗрӗнкӗ пуҫпа руль умне ларни пирки полицейскисене систерекен тупӑннӑ. Ҫул инспекторӗсем машинӑна чарма хӑтланнӑ, анчах руль умӗнчи вӗсенчен тарма хӑтланнӑ. Малтан — машинӑпа, кайран автомобильтен тухса тарма пикеннӗ. Анчах коллективлӑ пахча территорийӗнче пакунлисем ӑна тытса чарнах.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче те депутат ҫул-йӗр инспекторӗсен тӗлне ҫакланнӑ. Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен пирки ӑна малтан 30 пин тенкӗ штраф шаплаттарнӑ тата руль умне 1,7 ҫул ларма чарнӑ.
Депутат пуҫтахланнине ҫывӑх вӑхӑтра судра тишкерӗҫ.
Чӑваш Енри ултӑ муниципалитет рекламӑшӑн ята кӗнӗ.
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ районӗнчи , Вӑрнар тата Элӗк районӗсенчи темиҫе ял тӑрӑхӗ хӑйсен сайчӗсенче реклама шутланакан хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта «Атӑл» хӑна ҫурчӗ, «Россельхозбанк» акционерсен обществи, «Росгосстрах» страхлакан компанипе ҫыхӑннӑ хыпарсем пирки сӑмах пырать.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел, Йӗкӗрвар, Ҫырмапуҫ, Иккӗмӗш Вӑрманкасси тата Вӑрнарпа Элӗк районӗсен администрацийӗсен сайтӗнче маларах эпир асӑннӑ организацисене рекламӑлакан хыпар лартнӑ. Ҫавӑ Конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать.
Монополипе кӗрешекенсем реклама шутланакан хыпарсене сайтсенчен кӑларма хушнӑ.
Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ районсен хисепӗ ӳссех пырать. Аса илтерер: унччен ӑна Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тупнӑ.
Ӗнер Куславкка районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Постановление ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Тепӗр хутчен аса илтерер: районсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупнӑ хыҫҫӑн ветернинари службин ӗҫченӗсем 2 пин ытла чӑх-чӗпе, 200 ытла ҫӑмартана ҫунтарса янӑ. Пӗр килограмм чӗрӗ какайшӑн ҫынсене 55 тенкӗ те 60 пус тӳленӗ, 10 ҫӑмарташӑн – 29 тенкӗ те 70 пус.
Етӗрне районӗнче суд приставӗсем шыв сечӗн скважинин ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Шыва лабораторире тӗрӗсленӗ. Вӑл гигиена нормативӗсемпе тата микробиологи кӑтартӑвӗсемпе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Кунашкал шыв ҫынсемшӗн те, чӗрчунсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Кунсӑр пуҫне вӑл тавралӑха сиен кӳрет.
Етӗрне районӗнчи Килтӗш ял тӑрӑхӗн администрацине айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Скважинӑна 30 талӑклӑха чарса лартнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче вара ҫӑлри шывра сиенлӗ бактерисем тупса палӑртнӑ. Ҫӑла хӑйне те юсамалла. Суд ӑна вӑхӑтлӑха хупма йышӑннӑ. Ҫынсем унтан 60 талӑк шыв ӑсаймӗҫ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкартан Самара каякан автоцистерна тӳнсе кайнӑ. Инкек Ҫӗрпӳри ҫул ҫавринче, Канаш енне каякан тӗлте, 14 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Машина «Химпром» предприятирен тухнӑ. Инкекре водитель шар курнӑ, аманнисем тек ҫук. Цистернӑран тӑварлӑ йӳҫек юхса тухнӑ. Йӳҫеке тасатас тесе тӗрлӗ служба ура ҫине тӑнӑ. Ҫав шутра 65 ҫынпа 32 техника тӑрмашнӑ. Вӗсен хушшинче ҫул-йӗр инспекторӗсем, пушар сӳнтерекенсем, Роспотребнадзор, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин, «Химпромӑн» специалисчӗсем пулнӑ. Хими япалине ҫул ҫинчен ҫуса тасатнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерес ӗҫ епле пынине республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев сӑнаса тӑнӑ.
Республикӑра кайӑк-кӗшӗк грипӗпе кӗрешес ӗҫ пырать. Ҫӗмӗрле хулинче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Куракасси ялӗнче те грипп тупса палӑртнӑ.
Аса илтерер: унччен Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗрпӳ , Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипӗпе кӗрешнӗ. Ветеринарсем ҫынсенчен чӑх-чӗпе, ҫӑмартасене пуҫтарнӑ, вӗсемшӗн укҫа панӑ. Паянхи кун тӗлне ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен 2 миллион ытла тенкӗ тӳленӗ.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе грипп ӑҫтан килни паллӑ мар. Икӗ эрне каялла чир-чӗр Чулхула облаҫӗнчи Павловӑри кайӑк-кӗшӗк комбинатӗнчен килнӗ тесе шухӑшланӑ.
Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Комсомольски тата Елчӗк районӗсенче ҫумӑр сахал ҫунӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ районсенче тӑпрара нӳрӗк ҫителӗксӗр.
Чӑваш Енри тавралӑха гидрометерологи тата мониторинг ирттерекен центр даннӑйӗсене ӗненес тӗк, унта 30 кун 0-20 сантиметр тарӑнӑшӗнче 4-6 миллиметр саппас нӳрӗк ҫеҫ пулнӑ.
Специалистсем ҫумӑр ҫуманран тапра, ӳсен-тӑран типнине калаҫҫӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ 5 районта нӳрӗк ҫитмен тӑпра ҫинче 41,7 процент ҫӗрулми, 38,9 процент пахча ҫимӗҫ тата 29,7 процент тыр-пул, пӑрҫа йышши культурӑсем ӳсеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев арпа купинче тӗшӗ шыранӑ. Ҫакӑн пирки «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Юрий Михайлов пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ районӗнчи «ВДС» обществӑра пулчӗ, вырмана еплерех йӗркеленипе паллашнӑ. Предприятин Ҫӗрпӳ тата Канаш районӗсенче тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене 5400 гектар пуҫтарса кӗртмелле иккен. Вырмана утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухнӑ.
Михаил Игнатьев вырмана мӗнлерех йӗркеленине ыйтса пӗлнӗ, кӗрхи тулӑ тухӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ арпа купинче тӗшӗ шыраса пӑхнӑ, анчах тупайман. «Апла пулсан комбайнсем хывӑх-хылчӑкпа пӗрле пӗрчӗсене хыҫалалла вӑркӑнтармаҫҫӗ, тухӑҫ бункерта пуҫтарӑнать», — пӗлтернӗ Юрий Михайлов хаҫатҫӑ Элтеперпе Ҫӗрпӳ районӗнче пулнӑ хыҫҫӑн.
Чӑваш Енри темимҫе районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртни пирки сайтра хыпарласах тӑнӑччӗ. Икӗ районта грипа пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ, 300 пин тенкӗ ытла, уйӑрнӑ. Распоряжение Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн, Комсомольски районне – 179,6 пин, Патӑрьел районне 138,7 пин тенкӗ лекӗ. Укҫана ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: Комсомольски, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Грипп тупнӑ ялсенче чӑхсене пуҫтараҫҫӗ. Пӗр килограмшӑн 55 тенкӗ те 60 пус параҫҫӗ, 10 ҫӑмарташӑн 29 тенкӗ те 70 пус тӳлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |